Паян — пӗтӗм тӗнчери учительсен кунӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак уява вӗрентекенсемпе пӗрле ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ирех шкулти коридора уяв ячӗпе кӑларнӑ стена хаҫачӗсем илем кӳчӗҫ, вӗсемпе чылайӑшӗ кӑткӑсланчӗҫ. Уроксене паян «ҫӗнӗ вӗрентекенсем» — аслӑ классенче вӗренекенсем — ирттерчӗҫ. Каярахпа культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв концерчӗ пулчӗ. Ӑна шкул ачисемпе культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем лартса пачӗҫ. Ҫак кунах Комсомольски салинче савӑнӑҫлӑ пуху пулса иртрӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн районти вӗрентекенсене тӗрлӗ шайри хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ, вӗсемпе пӗрле пилӗк вӗрентекене республикӑри Газпром пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ К.С.Мифтахутдинов укҫан преми парса хавхалантарчӗ.
Кӑшт каярах Хырхӗрри тӗп шкулӗн вӗрентекенӗсем кӳршӗ Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳл тӗп шкулӗнчи ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Малашне те ӗҫлӗ ҫыхӑну тытса тӑма калаҫса татӑлчӗҫ. Уяв ҫӳллӗ шайра иртрӗ тесен те пӗртте йӑнӑш пулмасть пуль.
Елчӗк районӗнчи «Улӑп» сывлӑхпа вӑй-хал культурин комплексӗнче «Ташлакан шкул» проекта пурнӑҫа кӗртес енӗпе фитнес-аэробика семинарӗ иртнӗ. Ӑна педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, республикӑри спорт аэробикипе фитнес федерацийӗн президенчӗ О.Вербина ирттернӗ.
Семинара Чӑваш Тӑрӑмӗнчи, Тӗмерти, Шӑмалакри, Хӑвӑлҫырмари, Кӗҫӗн Таяпари, Кивӗ Эйпеҫри, Патреккелӗнчи, Ҫуткӳлӗнчи, Елчӗкри, Аслӑ Елчӗкри, Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи, Курнавӑшри, Кушкӑри, Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулсенчи, Елчӗкри ачасен ӳнер шкулӗнчи, «Илемпи», «Хӗвел» ача пахчисенчи специалистсем хутшӑннӑ. Семинарӑн тӗп тӗллевӗ — фитнес-аэробика вӗренӳ заведенийӗсенче ирттерекен вӑй-хал культурин урокӗсене явӑҫтармалли майсенчен пӗри.
Ӗнер республикӑн хӑш-пӗр районӗсем урлӑ вӑйлӑ ҫил иртнӗ тет. Шупашкар патӗнче, сӑмахран, йӗрӗ те курӑнманччӗ. Шар курнӑ районсем: Ҫӗрпӳ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар (пӗлтертӗм ӗнтӗ — Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫил нимле сӑтӑр та туман) тата Елчӗк. Ытларах Сӗнтӗрвӑрри районӗ шар курнӑ иккен — ҫилпе пӑр 302 киле сӑтӑр тунӑ, 48 ял (9 000 ҫын) ҫутӑсӑр юлнӑ. Республикӑпа пурӗ 71 ял ҫутӑсӑр юлнӑ, паянхи ир тӗлне вӗсенчен 36-шӗнче ҫутта тавӑрнӑ (тата 35 ялта ҫутӑ тавармалла — пурӗ 3 400 кил).
Инкек курнӑ ҫынсене Правительство хӑвармӗ — ҫӑмӑл кредитсем илме пулӑшӗ, ҫил-тӑвӑл пӗтернӗ тырӑпа ҫӗрулмишӗн укҫа-тенкӗ уйӑрӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх пӑрлӑ ҫумӑр Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче 400 тата 1600 гектар лаптӑкра тырра пӗтернӗ.
Патреккел авалтанпах анатри чӑвашсен юрӑллӑ ялӗ шутланнӑ. Ҫавӑнпа та иртнӗ ӗмӗртех, 1922 ҫулта, ялта хор йӗркеленни тӗлӗнтермӗш мар, хисеплӗ пулӑм. Ҫавӑн чухнех чӑмӑртаннӑ пултаруллӑ йыш тӑван халӑха вуншар ҫул ӗнтӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарать, пурнӑҫа илем кӳрет, килӗштерсе ӗҫлеме хавхалантарать, вӑй-хал хушать. Патреккел артисчӗсем парнелекен ҫепӗҫ юрӑсемпе сатур ташӑсене Раҫҫейӗн тӗп хулинче Мускавра та, ҫӗр-шывӑмӑрӑн ытти ял-хулинче те курса, итлесе савӑнаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те ҫак пултарулӑха пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ хор Пӗтӗм Союзри тата Раҫҫейри халӑх пултарулӑх фестивалӗсен ҫӗнтерӳҫи ятне пӗрре мар тивӗҫнӗ. Республикӑри «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче» тӑватӑ фестивальте ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗсене, Чӑваш Республикин ӗҫпе юрӑ уявӗсен хисеп дипломӗсене, комсомолӑн тӗп комитечӗн хисеп хучӗсене, 2008 ҫулта, Раҫҫейӗн тӗп хулинче, Мускавра иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен 8-мӗш «Акатуйӗн» тав ҫырӑвне парса чысланӑ.
«Патреккел халӑх хорӗ — аваллӑхпа малашлӑх кӗперӗ», — теҫҫӗ халӑхра. Кӑҫал халӑх хорӗ 90 ҫул тултарать. Ӑна 20-мӗш ҫулсенче шкулта вӗрентекен пулса ӗҫленӗ Ольга Васильевна Миловидова йӗркелесе янӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри информаципе культура центрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗн ӑсти Зинаида Воронова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева пулчӗҫ.
Шкул ачисемпе тӗл пулнӑ май З.Воронова тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашсен ҫи-пуҫӗн уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарчӗ, хӑй аллипе хатӗрленӗ тумсен куравне йӗркелерӗ. Вера Кузьмина артистка П.Хусанкай ҫырнӑ «Тилли юррисем» ярӑмри сӑвӑсене тата «Ҫӗпӗр дивизийӗ» спектаклӗн пӗр пайне кӑтартнӑ чухне чылайӑшӗ куҫҫулленчӗ.
Лариса Васильева чӑваш юррисене шӑрантарчӗ. Уяв пурин кӑмӑлне те кайрӗ.
Культура ӑстисем ку мероприятие Чӑваш чӗлхи эрнине халалланӑ.
Пушӑн 31-мӗшӗнче республикӑри ют чӗлхесене вӗрентекенсем педуниверситетра «Most dedicated teacher» — «Чи шанчӑклӑ вӗрентекен» конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пухӑнчӗҫ. Ку ӑмӑртӑва республикӑри хальхи вӑхӑтри гуманитари вӗрентӳ центрӗ Лингва йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл 3-мӗш хут иртрӗ. Малтанхи тапхӑрта конкурсантсем эссе хайланӑ, унтан - методикӑпа тата грамматикӑпа тест витӗр тухнӑ. Виҫҫӗмӗш тура республикӑри тӗрлӗ районта ӗҫлекен 22 акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ тивӗҫ пулнӑ.
Пухӑннисене ют чӗлхесен факультечӗн деканӗ Никитинская Лариса Владимировна саламларӗ. Алла Петровна Макарова пухӑннисене центр пирки каласа пачӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Пӑлхануллӑ самант. Кашни черет хутне туртса илет, черетпе билет туртса кӑларса ҫийӗнчех билет ыйтӑвӗсем ҫине тулли ответ пама тӑрӑшать. Калӑпӑр, Ирина Анатольевна Мареевӑн: «Енчен те сирӗн юратнӑ ҫынпа пӗрле урӑх нихӑҫан та хӑвӑн тӑванусене курмассине пӗле тӑрах аякри ҫӗршыва тухса каяс килет-и?» Наталия Михайловна Матвеевӑн — «Эсир мулпа ытларах хитререх тумланма е хваттере илемлетме усӑ курӑтӑр?». Александр Николаевич Николаевӑн — «Енчен те тепӗр эрнерен ядерлӑ вӑрҫӑ тухасса пӗлсен эсир вӑхӑта еплерех ирттернӗ пулӑттӑр?
Учитель ӗҫне шкулта ачасемпе ӗҫлесе курман ҫын ӑнланмасть. Айккинчен пӑхсан, ним йывӑрри те ҫук пек курӑнать. Ҫав ӗҫе пуҫӑнсан вара…
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 4 курс студенчӗсем педпрактикӑран таврӑннӑ ятпа конференци иртрӗ. Ӑна Э.И. Родионова аслӑ преподавательпе Г.Н. Семенова профессор ертсе пычӗҫ. Шкулта вӗрентекен тивӗҫне пурнӑҫласа курнӑ студентсен шухӑш-кӑмӑлне, паллах, пӗлме питӗ интереслӗ.
Чи малтанах 50-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ студентсем — Юлия Витальевна Алексеевӑпа Татьяна Владимировна Капитонова — сӑмах илчӗҫ. Шкула пырса кӗрсенех питӗ хумханнине палӑртрӗҫ пулас вӗрентекенсем. Ачасене итлеттерме йывӑр пулнине те асӑнчӗҫ. Кайран хӑнӑхса ҫитсен вара ачасемпе ӗҫлеме питӗ кӑмӑллӑ иккен. Шкултан уйрӑлас та килменнине палӑртрӗҫ маттур студентсем.
Анастасия Анатольевна Медведевӑпа Алевтина Владимировна Матвеева Шупашкарти 24-мӗш шкулта практика тухнӑ. Вӗсем те хӑйсен хавхалануллӑ туйӑмне пытармарӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗ — пӗтӗм тӗнчери поэзи кунӗ. Шӑпах ҫак куна халалланӑ та Елчӗкри тӗп вулавӑшри «Чи нумай кӗнеке вулакан» конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗсене паллӑ тӑвассине. Вулавӑшӑн директорӗ Зайцева Л.А. палӑртнӑ тӑрӑх, кун йышши конкурса районта кашни ҫулах ирттереҫҫӗ, ҫапла майпа ҫитӗнекен ӑрӑва кӗнеке тӗнчине кӗрсе кайма пулӑшаҫҫӗ. Паллах, кун йышши конкурссене пӗтӗмлетнӗ чухне шкул ачисене ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу йӗркелесе панине мӗн ҫиттӗр. Хальхинче те районти тӗп вулавӑша Шупашкар хулинчен ҫыравҫӑсем — Марина Карягинӑпа Елен Нарпи — тата Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗн библиотекарӗ Наталья Петроградская килсе ҫитрӗҫ. Ҫыравҫӑ ҫулне мӗнле суйласа илни, кӗнеке епле ҫырӑнни, хайлавсенчи ӗҫ-пуҫ аталанӑвӗ — йӑлтах кӑсӑклӑ ачасемшӗн. Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулни ачасемшӗн усӑллӑ пулассине библиотекарьсем те, вӗрентекенсем те аван ӑнланаҫҫӗ. Ачасем компьютерпа мар, кӗнекепе туслашни вӗсен чун тасалӑхӗшӗн чылай тухӑҫларах. Тата вулама юратакан ачара хӑйӗнче те ҫыравҫӑ пулас ӗмӗт вӑранма пултарать-ҫке. Кӗнеке ҫыракансемпе тӗл пулни вара ҫав ӗмӗте татах ҫирӗплетет кӑна.
Пирӗн литература пуласлӑхӗ — ҫамрӑксенче. Аплӑ тӑк ҫамрӑк ӑру таса чунлӑ та пысӑк пуласлӑха шанса ӳстӗр тесе пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле те пирӗн.
Ӗнер, пушӑн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей халӑхӗ Президента суйларӗ. Сӑнавҫӑсем ултавсене нумай палӑртнӑ пулин те тӗп суйлав комиссийӗ сасӑлав пысӑк пӑтӑрмахсемсӗр иртнӗ тесе шутлать. Протоколсен 99% шута илнӗ хыҫҫӑн кандидатсем ҫакӑн чухлӗ процент пухни паллӑ пулчӗ: Путин — 63,82; Зюганов — 17,18; Прохоров — 7,77; Жириновский — 6,23; Миронов — 3,82.
Чӑваш Енри халӑх та, пирӗн тӑрӑхри тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ытларах Владимир Владимирович Путина кӑмӑлланӑ пулать — 62, 32%. Ытти кандидатсем ҫакнашкал пухнӑ: Геннадий Зюганов — 20,58% (элӗксем, каҫалсем, Ҫӗмӗрле хулин ҫыннисем ӑна хӑйсен сассине 24-26% таран панӑ); Владимир Жириновский — 5,65% (уйрӑлса тӑракан район-хула ҫук, вӑтамран 4-6%); Михаил Прохоров — 5,52% (ытларах хула ҫыннисем сасӑланӑ пулас, Шупашкар хулин Мускав районӗнчи хисеп 10% яхӑн); Сергей Миронов — 4,44% (пур район-хулара та вӑтам, Ҫӗнӗ Шупашкар хули уйрӑлса тӑрать — 6,49%). Путиншӑн хуласенче сахалтарах сасӑланӑ — Шупашкарта та, Ҫӗнӗ Шупашкарта та, Ҫӗмӗрлере те хисепӗ вӑтамран 55-57%.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Лаш Таяпари (Елчӗк районӗ) Аслӑ урамра пурӑнакан Кондратьевсен уяв пулчӗ. Кил хуҫи Серафима Захаровна 100 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ.
Пӳрт тулли тӑван-пӗлӗш пуҫтарӑнчӗ кунта. Ҫерем аппан тӑватӑ ывӑлӗ тата икӗ хӗрӗ ачисемпе мӑнукӗсемпе килсен ларма та вырӑн пулмарӗ. Пурӗ 52 мӑнук — ҫав шутра мӑнукӗсен ачисем те! Чӑннипе те пуян Ҫерем аппа. Вӑл хӑй те нумай ачаллӑ ҫемьере ҫурлса ӳснӗ: тӑххӑрӑн пӗр тӑван пулнӑ. Ял ачипе Николай Ивановичпа вӑл ҫемье ҫавӑрнӑ. Упӑшки салтака кайсан 3 ачипе тӑрса юлнӑ. 1944 ҫулта Миккуль вӑрҫӑ хирӗнчен аманса килнӗ, суранӗсем тӳрленейменнипе урине кастарнӑ. Миккуль колхозра аслӑ конюхра ӗҫленӗ. Вӑл виҫ урапаллӑ велосипедпа, машинпа ҫӳренӗ. Кондратьевсен ҫемье йышӗ те пысӑкланнӑ: тепӗр 5 ача ҫуралнӑ, шел те, вӗсенчен иккӗшӗ каярах вилнӗ.
Мӑшӑрӗ 1958 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Ҫерем аппа кӗҫӗн ывӑлӗн Валерийӗн ҫемйипе пӗрле пурӑнать. Паянхи кун тӗлне вӑл пульницара выртса курман тесен те юрать. Пӗрре ҫеҫ, ун чухне те урине хуҫсан анчах. Хӗлле урама тухсах каймасть, ҫулла хапха умӗнче ларма кӑмӑллать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |